Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Eläköön tšuvassien ja suomalaisten ystävyys! – 2 (ФҪПЭФ)

Малалла чӑвашла. Ҫӳлерех ҫырни «Сывӑ пултӑр чӑвашпа финн туслӑхӗ!» тенине пӗлтерет. Килӗшет мана ҫак сӑмахсене час-часах калама. Уйрӑмах Финляндире пурӑнса килнӗ хыҫҫӑн.
Ӗҫӗ-пуҫӗ ҫакӑнтан пуҫланчӗ.

Ача чухнехи

Журналистпа филолога вӗренме кайман пулсан манран лайӑх тухтӑр пулатчӗ пуль. Тухтӑр пулмасан – географ. Ача чухне ман пӳлӗмре карттӑ ҫакӑнса тӑратчӗ. Ирсерен карттӑ умне пырса тӑраттӑм та тумланаттӑм, ҫапла шкула кайма хатӗрленеттӗм. «Хӑш ҫӗр-шыва кайса курмалла-ши?» – ыйтаттӑм хамран хам. Хуравӗ те хатӗрччӗ: Финляндие паллах. Мӗншӗнне пӗлместӗп. Юн чӗнӗвӗ пуль. Чӑвашсем вӗт финн-угорпа тӗрӗк хутӑшӗ.
Кам шутланӑ, кам ӑна ӗненнӗ ачалӑхри ӗмӗт хӑҫан та пулсан хӑй тӗллӗнех пурнӑҫа кӗме пултарассине? Кайса килтӗм ак.

Интернетри паллашу

Интернет пулӑшнипе 2000-мӗш ҫулта Финляндире ҫӗнӗ юлташ тупрӑм: Йорма Луутонен. Вӑл чӑвашла вӗренес терӗ, эпӗ финла хӑтланса пӑхас терӗм. Пилӗк ҫул ҫыру ҫӳретнӗ хыҫҫӑн ҫур ҫуллӑха Финляндие кайса килме сӑлтав тупӑнчӗ – чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ пӗрлехи тӗпчевсем. Тахҫанах асӑрханӑ: пирӗн кӑна вӑл «Мӗн тума кирлӗ?» ыйту ҫуралма пулатрать, Европа ҫыннишӗн кун пек ыйту ҫук. Вӗсемшӗн пӗтӗмпех интереслӗ. Ҫав шутра чӑваш чӗлхи те.

Турку – турккӑ мар, Турку вӑл Финляндире

«Эп сан тӑван кунна пыраймастӑп. Эп халь Туркура», – калаҫатӑп Шупашкарта пурӑнакан юлташпа. Вӑл калать: «Ай мӗнле аякара – Турцире!» Пӑтраштармасӑр, пӗр пек илтӗнет та-ха.
Турку – Финляндин ӗлӗкхи тӗп хули. Кунта чаплӑ университет вырнаҫнӑ. 2005-мӗш ҫулхи кӗркунне эпӗ ҫак аслӑ шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентме пуҫларӑм. Вӗренекенӗмсем питӗ пултаруллӑ. Чӑвашла ним мар калаҫаҫҫӗ.
Ҫав хушӑрах финн чӗлхи вӗренме ҫӳрерӗм. Йывӑр чӗлхе. Падежӗ кӑна вун пиллӗк. Партитивӗ хӑй мӗне тӑрать.
Ҫав-ҫавах финла пӑртак калаҫма пуҫларӑм: «Миня пухун хуоности суомеа», «Синя олет хювя тюттё», «Тшувасси он секойтус марилайнен йа турккилайнен»… Чи тӗлӗнмелли – вырӑнти халӑх мана ӑнланатчӗ.
Ҫитес вӑхӑтрах Туркура чӑвашла-финла сӑмах кӗнеки пичетленсе тухма кирлӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе эпир те пӑртак хутшӑнтӑмӑр. «Туса пӗтерсен тӳрех ресторана кайса килӗпӗр», – тесе те калаттӑм. Словарь ӗҫӗ йывӑр вӗт вӑл.

Суйма пӗлмен халӑх

Ку халӑха эпӗ питӗ юрататӑп. Хам юратӑвӑн сӑлтавне уҫса пама пӗр тӗслӗх кӑна илсе кӑтартас килет.
Студент апачӗ ахальлинчен икӗ хут йӳнӗрех. 4 евро та 70 цент мар, 2 евро та 35 цент. Ман умра черетре ҫамрӑк ҫын тӑратчӗ. Кассир ӑна паллаймарӗ пулас, «Эсир студент-и?» тесе ыйтрӗ. «Ҫук, студент мар», – пӗлтерчӗ те ҫамрӑк пилӗк евро патне тӳлесе хӑварчӗ. Енчен те вӑл хӑйне студент тесе каларӗ пулсан кассирӗ ҫакна документпа ӗнентерсе пама ыйтмӗччӗ. Финсем нихҫан та суймаҫҫӗ, мӗн каланине ӗненеҫҫӗ. Мӗнле хисеплемӗн-ха ун пек халӑха?

Манса кайиччен

Финн чӗлхипе ирттернӗ юлашки заняти хыҫҫӑн сӑн ӳкерчӗк тума сӗнтӗм. Курсташсем килӗшрӗҫ. Манса кайиччен ятне-шывне ҫырса хурас. Тахҫан тӗл пулӑпӑр тата.
Сулахайран сылтӑмалла: Ольга Кочина, Ижевскран; ун хыҫӗнче Вениамин Александров, Йошкар-Оларан; Имран, Пакистанран; Франческа, Италирен; юнашар Стефани, Францирен; Франческа хыҫӗнче Янушпа Урсула, Венгрирен.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-04-21 11:59:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2127 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем